Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче «СУ-56» тулли мар яваплӑ пӗрлӗхӗн тӗп директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна икӗ ӗҫчен умӗнче шалу парӑмӗ капланса кайнӑшӑн айӑпласшӑн. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, фирма пуҫлӑхӗ предприятире ӗҫлекен икӗ ҫынна пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен ӗҫ укҫи тӳлемен, ҫапла майпа вӗсен умӗнчи парӑм 310 пин тенке ҫитнӗ. Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство компанийӗн ертӳҫин хайхи ӗҫченсене шалу тӳлеме майсем пулнӑ, анчах вӑл пур укҫана урӑх тӗллевпе тӑкакланӑ.
Палӑртса хӑвармалла, кӑшт маларах кӑна Ҫӗмӗрле районӗнче фирма директорне ӗслекенсен умӗнчи шалу парӑмӗшӗн судпа айӑпланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна хӑйӗн арӑмне мӑшкӑлланӑшӑн айӑпласшӑн.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын 19 ҫулти ҫамрӑк арӑмӗпе вӑхӑтлӑха пӗрле пурӑнман. Вӗсем пӗрмай хирӗҫнӗ, ҫавӑнпа пӗр килте кун кунламан. Нумаях пулмасть, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, арҫын арӑмне тапӑннӑ. Вӑл ӑна ҫӗҫӗпе хӑратса гараж боксӗсем патне илсе кайнӑ.
Гаража ҫитсен упӑшки арӑмӗ хирӗҫленине пӑхман, вӑйпах ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ, мӑшкӑлланӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 27-ри арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре 55 километр ҫул юсама, тепӗр 19 километр тӑршшӗ тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ку хыпара паян ирпе Чӑвашт Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ.
Унчченхи «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» приоритетлӑ проект малашне «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци проекчӗ пулса тӑнӑ. Ҫавна май Шупашкар агломерацине кӗрекен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Муркашпа Шупашкар районӗсенчине ҫеҫ мар, регион пӗлтерӗшлӗ ытти ҫула та юсама шантараҫҫӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев Сарӑту, Пенза облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри ҫулсене критикленине пӗлтернӗччӗ. Япӑх ҫула пула аварисем сиксе тухаҫҫӗ, ҫулсем начар пулни коррупципе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать иккен Николай Патрушев. Ҫул-йӗр ыйтӑвне Ижевскра федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионӗсен ертӳҫисемпе ҫак эрнере ирттернӗ канашулра хускатнӑ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта автошкул машини пӑтӑрмаха лекнӗ. Руль умӗнче стажер ларса пынӑ, автошкулӑн инструкторӗ — пассажир ларкӑчӗ ҫинче.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ «ВАЗ-2107» автомобиль хуҫи Сӗнтӗрвӑрринчи автошкулсенчен пӗри иккен.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, курсанта машинӑпа ҫӳреме хӑнӑхтаракан инструктор тата хайхин стажерӗ Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗпе пынӑ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсене каҫма ирӗк пур тӗлтен шкул ачи каҫнӑ. Пулас водитель 11 ҫулти хӗрачана асӑрхаман-ши е транспорта чарса ӗлкӗреймен-ши — ачана ҫапса кайнӑ. Инкек кӑнтӑрла иртни 2 сехет ҫурӑ тӗлӗнче пулнӑ.
Урине ыраттарнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Лидия Горбунова 101 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа ӑна вырӑнти тӳре-шара килне пырсах саламланӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарта 1976 ҫултанпа пурӑнакан Лидия Горбуновӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче пуҫӑрулӑх кӑтартнӑшӑн «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе, юбилей медалӗсемпе, «Ӗҫ ветеранӗ» ятпа чысланӑ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 101 ҫул тултарнӑ Лидия Горбуновӑна саламлама килне Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова, ытти тӳре пынӑ. Вӗсем чечек ҫыххи тыттарнипе пӗрлех парне те панӑ. Химиксен хулинчи хӗрарӑмсен клубӗн хастарӗ чӑвашсен тата вырӑссен авалхи юррисене шӑрантарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунизм урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫуркунне ҫитнишӗн савӑнмаҫҫӗ ахӑртнех. Ара, виҫҫӗмӗш эрне ӗнтӗ вӗсем ҫурт тӑрринчен шыв аннипе асапланаҫҫӗ. Хваттерсенче пурӑнакансем тумла юхнӑран кравать, шкап ҫине, урайне витресемпе чашӑксем лартса тултарнӑ.
Ҫак ҫуртра пурӑнакан Юлия Кононко тулнӑ витресене кашни тӑватӑ сехетрех пушатать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗсем ку таранччен кунашкал шар курман. Хӗрарӑм тӑванӗсем патне вӑхӑтлӑха куҫас патнех ҫитнӗ.
Ҫак ҫурта 1961 ҫулта хута янӑ. Управляющи компанийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫурт тӑррине 10 ҫул каялла улӑштарнӑ. Ку ҫурт ӑна 2017 ҫулта куҫнӑ, унччен пӑхса тӑнӑ компани ҫурт тӑррине тӗрӗс мар витнӗ имӗш. Паянхи кун шыв чи ҫӳлти хваттерсене кӑна мар, аялтисене те анать. Унта пурӑнакансен сехри хӑпнӑ: нӳрӗпе ҫурт йӑтӑнса ан антӑр кӑна.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти полици уйрӑмне 64-ри арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ултавҫӑсене 878 пин тенкӗ куҫарса панӑ-мӗн.
Кӑҫал нарӑс варричне ун патне темӗнле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе Мускаври йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер ватӑ арҫын унччен 5 пин тенкӗ тӑракан эмел туяннине тӗпчесе пӗлнӗ, халӗ куншӑн 8 миллион тенкӗ компенсаци параҫҫӗ имӗш. Анчах ӑна илес тесен унӑн малтан 4900 тенкӗ куҫарса памалла-мӗн, унтан ултавҫӑ каллех укҫа ыйтнӑ. Ҫапла вӑл унран хӑпман – шӑнкӑравласах тӑнӑ.
Ватӑскер 39 пин тенкӗ патшалӑх пошлинишӗн, 89 пин медицина карточкишӗн, укҫана хӑвӑртрах илесе тесе черете хӑвӑрталтмашкӑн 330 пин тӳленӗ, 450 пин тенкӗ электронлӑ укҫана тенке куҫарма ярса панӑ… Юлашкинчен 180 пин тенкӗ ыйтсан тин ватӑскер ӑнланнӑ: ӑна улталаҫҫӗ!
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ултавҫӑн ятне-шывне палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ республикӑра 100 ҫултан каҫнӑ миҫе хӗрарӑм пурнӑннине шутланӑ. Чӑваш Енре 100 ҫул тултарнӑ 61 ҫын кун кунлать. Вӗсенчен 57-шӗ – хӗрарӑмсем.
Палӑртмалла: пирӗн республикӑра тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 374 пин ҫын пурӑнать, вӗсенчен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ – хӗрарӑмсем (248 пине яхӑн). Чылайӑшӗ – медицина ӗҫченӗ (90 процент), педагог (85 процент).
Ҫакна та каласа хӑварма кӑмӑллӑ: тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсенчен 19-шӗ Марта ятлӑ. Вӗсенчен 11-шӗ чӑнах та пуш уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Паян, пушӑн 8-мӗшӗнче, икӗ ватӑ хӗрарӑм, Марта ятлӑскерсем, ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьесене «Анне» паллӑпа чысласси пирки хушу пуснӑччӗ. Ҫак кунсенче ҫак наградӑна пирвайхи ҫемьесем тивӗҫнӗ.
Ҫак чыса тӑватӑ амӑшӗ илнӗ. Куславкка районӗнчи ултӑ ача амӑшне Людмила Беляевӑна, Ҫӗрпӳ районӗнчи 5 пепке амӑшне Ирина Кузьминана, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тӑхӑр шӑпӑрлана ҫуратнӑ Ирина Моисеевӑна тата Элӗк районӗнче тӗпленнӗ пилӗк ача амӑшне Любовь Павловӑна «Анне» паллӑпа наградӑланӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай ачаллӑ амӑшӗсене «Амӑшӗн мухтавӗ» паллӑпа чыслама тытӑннӑ. Ӑна пилӗк е тата ытларах ачана воспитани паракансем тивӗҫеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн «БОС» (чӑв. Биологилле тасатмалли сооружени) патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ) канма кайма путевкӑсем туянать. Кун пирки предприяти Патшалӑхӑн закупкисен сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Предприяти хӑйӗ ӗҫченӗсене санаторипе курорта сиплеме ярасшӑн. Путевкӑсене вӑл конкурс ирттерсе туянать. Пурӗ 70 ҫын валли илесшӗн. Пӗр путевкӑшӑн 7 266,67 тенкӗ кӑларса хума хатӗррине пӗлтернӗ. Путевкӑсемшӗн предприяти пурӗ 508,6 пин тенкӗ ытларах кӑларса хума хатӗр.
Путевка сӗнекенсен хучӗсене пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Тепӗр кунне конкурса пӗтӗмлетсе хӑш организацирен путевка илессине татса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |